Халӑх тетелӗсен Раҫҫейри рынокӗ пирӗн ҫӗршывра ют ҫӗршывсенчи пысӑк тӗп платформӑсене чарса хунӑ хыҫҫӑн самай улшӑну тӳссе ирттернӗ. Кун пирки Блогерсемпе агентствӑсен ассоциацийӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмахран, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Телеграмра блогерсен шучӗ нумайланса кайнӑ пулсан, кӑҫалхи кӗркунне ытти платформа, тӗслӗхрен, «Контактра» халӑх тетелӗ аудиторие тата контент хатӗрлекенсене вӑйлӑрах илӗртме тытӑннӑ. Ҫапла майпа Телеграм унччен «Инстагрампа» «Ютубра» паллӑ пулнӑ ҫынсене нумайрах ҫухатнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах журналистсен, обществӑпа политика пурнӑҫне ҫутатса тӑракансен, ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштаракансен аудиторийӗ Телеграмра ӳснӗ.
Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: «МегаФон», «Билайн» тата «Tele2» — Wi-Fi ҫыхӑнӑвӗпе ытти хатӗрсене ҫыхӑнтарнӑшӑн укҫа илме пӑрахнӑ.
Унччен вӗсене ҫавӑншӑн Федерацин монополипе кӗрешекен служби кун пирки асӑрхаттарнӑ. Асӑннӑ тытӑмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «МегаФон» вай-файшӑн юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе укҫа илме пӑрахнӑ.
«Tele2» чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ҫӗнӗ абонентсенчен укҫа ыйтмӗ, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен ыттисене те тӳлеттермӗ. Интернет лимичӗ пӑхса хӑварнӑ абонентсене «Билайн» раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеттерме чарӑнӗ.
«МТС» вара абонентсен правине хӗсӗрлемен тесе хушӑва пурнӑҫлама килӗшмен.
Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ.
Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.
«Яндекс» компани ачасене информатикӑна вӗрентмелли нейросеть хатӗрлет.
Паянхи куна илсен нейросеть текст ҫырать, ӳкерчӗксене хатӗрлесе парать. «Яндекс» кунпах ҫырлахас темен — вӑл ачасене инфоматика вӗрентмелли «Яндекс Учебник» хатӗрлесшӗн.
Пуҫаруҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, нейросеть шкул ачисене информатика задачисене меллӗ вӑхӑтра тата вӗсен пӗлӳ шайне тӗпе хурса вӗрентесшӗн. Заданисене ача епле пурнӑҫланине кура ӑна канашсемпе тата кирлӗ материалсемпе пулӑшӗ.
Вӗренӳ сетьне хатӗрлессипе «Яндекс» специалисчӗсем тата информатика преподавателӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем тӗрлӗ мессенджерпа ытларах усӑ кураҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра мессенджерсенчи интернет-трафик пӗтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 85 процент нумайланнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ Телегрампа усӑ курать. Унтан ҫынсем ҫулталӑк каяллахинчен информаци икӗ хут ытларах уҫласа илнӗ. Асӑннӑ мессенджерпа усӑ курса шӑнкӑравласси вара 3 хут ӳснӗ.
Пирӗн тӑрӑхисем ҫавӑн пекех Ватсаппа усӑ кураҫҫӗ. Асӑннӑ мессенджерпа усӑ куракансен йышӗ 40 процент ӳснӗ. Вайберпа усӑ куракансем унччен те йышлах пулман-мӗн, халӗ те аплах мар. Унпа усӑ куракансен шучӗ ҫулталӑкра 22 процент чакнӑ.
Чӑваш Енре вокал картти тӑвӗҫ. Ӑна валли 3 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Укҫана Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине уйӑрса парӗҫ. Ҫав укҫапа капелла музыка карттине йӗркелӗ. Ку хыпара республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ.
«Вокал каттине республикӑра ҫуралнӑ композиторсен хайлавӗсене суйласа илсе хатӗрлӗҫ», — ӑнлантарса панӑ министр.
Вокал- онлайн-карттин интернет-порталне те йӗркелеме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ.
32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ.
Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ.
Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм телефон выляса илес тесе улталаннӑ.
Хаклӑ телефон выляттарасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнта хутшӑнас тенӗ. Кӗҫех ун патне телейлисен йышне лекни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Телефона ӑҫта ярса памаллипе кӑсӑкланнӑ хыҫҫӑн администратор ҫул укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗн тӳлемеллине пӗлтернӗ. Пурӗ – 5300 тенкӗ.
Хӗрарӑм ҫав укҫана тӳрех куҫарса парайман, банк операцие темиҫе хутчен те пӑрахӑҫланӑ. Хӗрарӑм ҫине тӑнипе укҫана куҫарса янӑ-янах. Тепӗр кунне хӗрарӑм патне каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна курьер страховкине, пурӗ 12 пин те 800 тенкӗ, тӳлеме ыйтнӑ. Тавара илсен укҫана тавӑрса пама шантарнӑ.
Укҫа куҫарса памалли операцие банк пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмпа банк учрежденийӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ, укҫана ултавҫӑсем патне куҫарса пама пултарни пирки асӑрхаттарнӑ. Телефон выляса илтӗм тесе савӑннӑ хӗрарӑм никама та итлемен, укҫана куҫарса яма ыйтнӑ.
Кӑштахран хайхипе каллех хайхи администратор ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна тавара чикӗ урлӑ каҫарма сертификат илме укҫа кирлӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑйне улталанине тинех ӑнланса илнӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен.
Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ.
Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ.
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ҫӗнӗ функционалпа пуянланнӑ — пуплевӗшсене сасӑлассипе. Ҫӗнӗ функционал Mozilla Common Voice евӗр ӗҫлет, тепӗр май каласан, унпа усӑ курса текстсене сасӑлама, сасса куҫарма пулать.
Пуплевӗшсене сасӑпа ҫырасси мӗн валли кирлӗ-ха? Чи малтанах ку ӗҫ сасӑпа ҫырнине текста куҫарма кирлӗ. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ сасӑ пуххи пур — ҫавӑн чухлӗ тӗрӗсрех текста уйӑрса илме май пур. Mozilla Common Voice сервисра 26 сехете яхӑн чӑвашла текст ҫырнӑ пулин те ку ҫителӗклех мар. 10 пин сехет ҫырса илсен кӑна ҫак ӗҫе пахалӑхлӑ тума май пур. Тепӗр енчен, аудиоматериалсем, текста ҫыхӑнтарнӑскерсем, сасӑллӑ синтезатор хатӗрлеме те кирлӗ. Тӗрлӗ ҫынсен сассисене уйӑрма тивнӗрен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» функционалпа усӑ курса пуплевӗшсене сасӑлас тесен регистраци урлӑ тухма тивет те.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫери» «Сасӑла» пай патӗнчи «Функционал пирки» каҫӑпа куҫса пӗлме пулать. Mozilla Common Voice проектпа танлаштарсан пирӗн функционал сасӑлама сӗнекен пуплевӗшсене корпуса кӗртнӗ ҫӗнӗ текстсенчен илнипе кӑна уйрӑлса тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |